Урал сасси
+11 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
29 Сентября , 08:05

Терроризма хирĕç кĕрешмелли вĕренÿ йĕркеленĕ

Пушкăртстан Республикин Оперативлă штабĕ РФ Хÿтĕлев министерствин пĕр учрежденийĕ çине тапăннă хĕç-пăшаллă ушкăна пÿлсе лартассипе тата тĕп тăвассипе çар вĕренĕвĕ ирттернĕ.  

Терроризма хирĕç кĕрешмелли вĕренÿ йĕркеленĕТерроризма хирĕç кĕрешмелли вĕренÿ йĕркеленĕ
Терроризма хирĕç кĕрешмелли вĕренÿ йĕркеленĕ

Вĕренÿ процесĕ вăхăтĕнче лару-тăру лăпкă пулман – 2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче пилотсăр вĕçенкен аппаратпа усă курса паллă мар çынсем Пушкăртстанри Çав комиссариачĕн çуртне сирпĕтнĕ пулнă имĕш. Вĕсене тытса чарнă чухне террористсем комиссариат çурчĕн пĕр пайĕнче пытанса ларса хирĕç хĕç-пăшалтан пеме пуçланă.

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан гражданла çынсене хăрушлăх кăларса тăратнине пула контртеррористла операци пуçланă, ятарлă çар вăйĕсемпе усă курса васкавлă çапăçу мероприятийĕ йĕркеленĕ. Çапла майпа вăрă-хурахла шухăшпа килнĕ ушкăнри çынсене тĕп тунă, вĕсене терроризмла ĕçе вĕçне çитерме май паман.

Мероприяти вăхăтĕнче васкавлă çар службин тата право йĕркин вăйĕсемпе пĕрле, чăн практикăра, гражданла çынсене тата çар комиссариачĕн ĕçченĕсене хăрушă вырăнтан эвакуациленĕ, çар объекчĕсем хăрушлăха лексен ведомствосем мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ.

ПР Оперативлă штаб ертÿçисем пĕтĕмлетÿ тунă май, законлăха сыхлакан ведомствосем, власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем терроризма хирĕс кĕрешме хатĕр пулнине палăртнă.

Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи управленийĕн пресс-служби.

Автор:Юрий Михайлов