Урал сасси
+10 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
4 Октября , 04:00

Пушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă

ПР Транспорт министерстви Абзелил тата Белорецк районĕсенчи çула хупни çинчен пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнăПушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă
Пушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă

«Октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирхи 08.15 сехетрен пуçласа çанталăк условийĕсем начарланнине пула (юрпа çумăр çăвать, çул пăрлакланнă, умри çул курăнмасть) Абзелил тата Белорецк районĕсенчи Çтерлĕ – Белорецк – Магнитгорск çул çинче (Белорецкпа Муракаево хушшинчи çул пайĕ) мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă»,-  хыпарланă республикăри Транспорт министерствинче.

Асăннă çула хăçан уçасси пирки каярах пĕлтерĕç.

Васкавлă пулăшу службин телефонĕ – 112.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов