+10 °С
Ясно


Авари Архангельск - Краноусольск автоçулăн 36-мĕш çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Çул çитмен çамрăк лашана пырса тăрăннă та кювета анса кайнă.
Инкеке пула водитель тата икĕ 18 çулхи пассажир суранланнă. Вĕсене пурне те васкавлă медицина пулашăвĕ пама больницăна илсе каймалла пулса тухнă.
Пулса иртнĕ ĕç-пуç пирки пакунлă çынсем тĕрĕслев ĕçĕсем ирттереççĕ, инкекĕн сăлтавне уçăмлатаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.