

Хăйĕн ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе каланă сăмахĕсенче министр каникул тапхăрĕнче ачасем пушă вăхăта шкулта тата килте ирттерменни çинчен аса илтернĕ. Çавăнпа та хăрушсăрлăх ыйтăвĕ малти вырăна тухса тăни çинчен каланă.
- Çак вăхăтра ачасем пушă вăхăта шкулта тата килте ирттермеççĕ. Апла пулсан аслисен вĕсен хăрушсăрлăхĕ пирки манмалла мар. Ачасене урамра хăйсене мĕнле тыткаламалли çинчен аса илтерни ытлашши пулмĕ. Кăткăс лару-тăрăва лексен мĕн тумалли çинчен вĕрентсе калани, ăнлантарса пани те вырăнлă пулмалла, - тесе палăртнă Ильдар Мавлетбердин.
Министрăн пăшăрханăвĕ ахальтен мар, çакна регионти Инкеклĕ лару-тару патшалăх комитечĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. 2026 çул пуçланнăранпа юхан шывсемпе кÿлĕ-пĕвесенче 7 ача путса вилнĕ. Унсăр пуçне чылай чухне пушарсенче çамрăк çынсен пурнăçĕ татăлнин сăлтавĕ те ачасем аслисемсĕр юлни пулса тăнă. Çавăн пекех ноябрь уйăхĕнче çăлавçăсем шыв çинче пăр çÿхе пулнине те асăрхаттараççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.