Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Район пуçлăхĕ атте пулнă салтака хăех килне илсе таврăннă

Иглин район пуçлăхĕ Гюзель Насырова хăйĕн ĕçтешĕсемпе тата депутатсемпе черетлĕ хут ятарлă çар операци пыракан зонăна кайнă, салтаксем ыйтнине шута илсе хатĕрленĕ гуманитари пулăшăвне леçнĕ.

Район пуçлăхĕ атте пулнă салтака хăех килне илсе таврăннă
Район пуçлăхĕ атте пулнă салтака хăех килне илсе таврăннă

Район пуçлăхĕ ентеш-салтаксем мĕнле условисенче пурăннипе паллашнă, тăванĕсен чун ăшшине илсе çитерме тăрăшнă, аш консервинчен пĕçернĕ апатсемпе хăналаннă.

Киле таврăнма вăхăт çитсен пушкăрт делегацине тĕп мыскара кĕтнĕ. Иглин салтакĕсенчен пĕрин, «Кот» тесе чĕнекен паттăрăн, ачи çуралнă. Вăл виççĕмĕш хут атте пулса тăнă. Енчен те салтакăн ача çуралсан ăна отпуск параççĕ.

Арçын çемйине 1,5 кунран çеç курма пултарнине (çул çине шăпах çакăн чухлă вăхăт кирлĕ) шута илсе  Гюзель Насырова штаба çитнĕ. Лару-тăрăва ăнлантарса панă, кирлĕ хутсене алă пуснă хыççăн ентешне хăйпе пĕрле илсе кайнă. Çул çинче хĕрарăм-ертÿçĕ мăшăрне шăнкăравлама, ырă хыпар пĕлтерме сĕннĕ. Вĕсен калаçăвĕ машинăра ларакансен чун-чĕрине тыткăнланă.    

     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: