Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Мунча ăшши тутлă пултăр!

Ермеккей районĕнчи Суккул ял хутлăхӗнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене май килнӗ таран пулăшма тăрăшаççӗ: тăтăшах кулленхи чи кирлӗ япаласем, апат-çимӗç тата ăшă тумтир пухса хатӗрлеççĕ.

Мунча ăшши тутлă пултăр!
Мунча ăшши тутлă пултăр!

Сайра хутра килсе тухакан кану минучĕсенче салтаксем мунча кунĕсем йĕркелеççĕ, çавăнпа вĕсене сиплĕ милĕксем кирлех. Черетлӗ гуманитари пулăшăвне ăсатассине пӗлсен вырăнти «Паучки» коллектив салтаксем валли милĕк çыхса тата курăк пухса ăсатас пуçарупа тухнă.
Милĕк сиплĕ, техĕмлĕ пултăр тесен ăна вăхăтра касмалла, тĕрĕс типĕтсе упрамалла. Тĕрлĕрен йывăç-курăкран хатĕрлеççĕ ăна. Чи анлă сарăлни — хурăн. Унăн шăрши ырă, çапăнма та пехетлĕ. Çамрăк йывăç турачĕ аванрах.
Çÿлерех каланисене шута илсе хĕрарăмсен ушкăнĕ вăрмана васканă. Çак ĕçре вĕсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Никитин пулăшу панă – транспортпа тивĕçтернĕ. Чăн та, хĕрарăмсем çак кунхине тухăçлă ĕçленĕ, вĕсем 55 милĕк каснă, тĕрлĕ ÿсен-тăранран чей валли курăк пухса хатĕрленĕ. Унсăр пуçне вăрман хуралĕнче ĕçлекен Георгий Тарасов çемçе те ырă шăршăллă 14 милĕк илсе килнĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене салтаксене ярса парĕç. Вĕсенче чун ăшшипе пӗрле çӗнтерӳпе хăвăртрах таврăнма, тăшман пульлинчен сыхланма пилӗ те.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Суккул ялĕ.

Мунча ăшши тутлă пултăр!
Мунча ăшши тутлă пултăр!
Мунча ăшши тутлă пултăр!
Мунча ăшши тутлă пултăр!
Мунча ăшши тутлă пултăр!
Мунча ăшши тутлă пултăр!
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: