Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Виçĕ ача ашшĕне ятарлă çар операцинчен килне тавăрнă

Мобилизаци пуçланнă вăхăтра Рузилĕн мăшăрĕ виççĕмĕш ачипе йывăрлă пулнă. Çавăнпа та вăл мобилизаци вăхăтĕнче нумай ачаллă аттесене çăмăллăх паракан правăпа усă курайман, ыттисемпе ятарлă çар операци зонине кайнă.

Виçĕ ача ашшĕне ятарлă çар операцинчен килне тавăрнă
Виçĕ ача ашшĕне ятарлă çар операцинчен килне тавăрнă

Çемьере виççĕмĕш ача çуралсан РФ Оборона министерствин йышăнăвĕ унăн тулли мар мобилизацирен хăтăлма  май пулнă, анчах та çак саккун пурнăçланман. Çавна пула мобилизацие лекнĕ арçыннăн мăшăрĕ мĕнпур инстанцисене çитнĕ.

Кăçалхи çулăн май уйăхĕнче хĕрарăм РФ Патшалăх Думин патшалăх строительстви тата закон кăларас енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççейри Юристсен ассоциацийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн председателĕ Ирина Панькина патне пырса пулăшу ыйтнă.

 - Эпĕ çар прокуратурине запрос ятăм. Темиçе уйăха тăсăлнă тĕрĕслевсем хыççăн чылай вăхăт кĕтнĕ хурав – Рузиле çемьене тавăрасси пирки йышăну,  - килчĕ - каласа панă депутат.

Паянхи кун тĕлне Рузиль ятарлă çар операцинчен килне, çемйи патне, таврăннă. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ: асли – 10 çулта, вăтамми – 8, кĕçĕнни - тăватă уйăхра çеç. Çак кунсенче вĕсем патĕнче депутат хăнара пулнă, вăл пепке çуралнă тата çемье пуçĕ таврăннă ятпа саламланă, граждăнла тивĕçне таса кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă.

 -  Ирина Александровна мăшăрăм киле таврăнассипе çыхăннă процеса тĕрĕслесе тăчĕ, яланах çыхăнура пулчĕ. Çакă вăл халăхпа пысăк ĕç туса ирттернин тĕслĕхĕ пулса тăрать. Çакăншăн ăна пирĕн çемье тав тăвать. Арçын ачасене ашшĕ çитместчĕ, -  тенĕ салтак мăшăрĕ Альфия.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: