Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç

Паян нумайăшĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене хавхалантарас, пулăшăва хăйĕн тÿпине те хывас тесе тăрăшать.

Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç

Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран яланах пулăшма тăрăшаççӗ, мӗншӗн тесен çӗршыв интересӗсене хÿтӗлекенсем унта ку ялтан та пур.

Ку хутĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци шайĕнче «Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хатĕрлетпĕр» тĕлпулу вырăнти шкулта иртрĕ.  Культура çурчĕпе шкул ĕçченĕсенчен, ялти пуçаруллă хĕрарăмсенчен тата хĕр ачасенчен тăракан хастар ушкăн пахча çимĕçсене консервларĕ. Пĕрисем пахча çимĕçсене çурĕç, иккĕмĕшсем тасатрĕç-шуратрĕç, виççĕмĕшсем турарĕç, тăваттăмĕшсем вакланă çимĕçсене пĕçерчĕç. Унтан пурте пĕрле салата тата яшка пĕçерме хатĕр хутăша банкăсене тултартăмăр. Çимĕçсене вара хĕрарăмсем хăйсен килĕсенчен илсе килчĕç. Калама кăна çăмăл пек ку ӗç, тума пуçласан чăкăлтăшлăхӗ пур. Çапах та никам та килне пăрахса каймарĕ, пурте ырми-канми тăрăшрĕç, пĕрлехи вăйпа 100 яхăн банка консервларăмăр.

 - Ял çыннисен пуçарăвĕ куççуль кăларать. Çавăнпа пурне те пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Çĕнтерÿшĕн тăрăшакансене çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата ăнăçу сунатăп, - тесе тав турĕ Сызрань хулинче пурăнакан Маргарита Григорьева «Асра тытчăр» проект ертÿçин çумĕ.

Юлашкинчен çакна каласшăн, пĕр-пĕрне малашне те йывăрлăхра алă парса пулăшар!

Вера ПАВЛОВА, Слакпуç ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ.

Пелепей районĕ.

Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Слакпуçсем 100 яхăн банка пахча çимĕç консервларĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: