Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Нумай ачаллă хĕрарăм хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операци зонине кайнă

Куюргазă районĕнче пурăнакан нумай ача амăшĕ çакнашкал çăмăл мар йышăну тунă -  ятарлă çар операци пыракан зонăра повар ĕçне пурнăçлама килĕшни çинчен калакан контракта алă пуснă.

Нумай ачаллă хĕрарăм хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операци зонине кайнă
Нумай ачаллă хĕрарăм хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операци зонине кайнă

Район администраци пуçлăхĕ Юлай Ильясов пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм повар профессине алла илнĕ. Çавăнпа вăл салтаксене тутлă апат çитересшĕн, çапла майпа вĕсен çарти кăмăл-туйăма çĕклесшĕн. Амăшĕ ятарлă çар операци зонинче пулнă вăхăтра ачисене кукамăшĕ пăхĕ.

«Хăй ирĕкĕпе çара каяканскер пушкăрт хĕрарăмĕсем ялан сăпайлă, çав вăхăтрах хăюллă пулнине пĕлтернĕ. Вăл пирĕн салтаксене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшасса шанать. Нумай ачаллă хĕрарăмăн амăшĕ, паллах, хĕрĕшĕн пăшăрханать, мăнукĕсене пăхма тата воспитани пама хатĕр. Хăюллă хĕрарăма служба вăхăтĕнче ăнăçу тата çирĕп вăй-хал сунатăп. Ачисемпе тĕл пулассишĕн Турă ăна сыхласса шанатăп!» - тесе çырнă Юлай Ильясов социаллă сетьсенче.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: