Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене çĕнĕ пулăшу мери панă

Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене çĕнĕ пулăшу мерипе тивĕçтернĕ. Халĕ суранланнă çар çыннин тăванĕсемпе çывăх çыннисем ăна пăхнă вăхăтра Мускавра тÿлевсĕр пурăнма пултараççĕ. Çакăн çинчен калакан хушăва ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене çĕнĕ пулăшу мери панă
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене çĕнĕ пулăшу мери панă

Декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Радий Хабиров Мускав хулинчи Бурденко ячĕллĕ çар госпиталĕнче сывлăхĕсене çирĕплетекен суранланнă салтаксене çитсе курнă. Республика ертÿçи пушкăрт паттăрĕсене служба тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçланăшăн тав тунă, вĕсене Шаймуратов генерал ячĕллĕ медальсем парса чысланă.

 - Госпитале кайса килнĕ хыççăн Мускавра сипленекен салтаксене тата мĕнле пулăшу пама пултарнине ăнлантăм. Раççейĕн тĕп хулинче Пушкăртстан представительстви пур. Шăпах унта номер фончĕ уйăрăпăр, аманнă хÿтĕлевçĕсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем унта пурăнма пултарччăр, - тенĕ Радий Хабиров салтаксемпе тĕл пулнă хыççăн.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: