Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ

Ывăлĕсем вăрçа тухса кайсан анне чĕри ыратать. Мĕнле вăхăтра пурăнмаллине суйласа илме çуккине пурте ăнланаççĕ. Истори çапла хуçаланать. Пирĕн çĕршыв каллех хăрушлăхра. Ывăлсемпе мăшăрсем Тăван çĕршыв чĕннипе тата чĕре хушнипе хăйсен халăхне хÿтĕлеме кар! тăчĕç.

Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ

Вĕсем мирлĕ пурнăçшăн хăюллăн çапăçаççĕ. Çак вăхăтра хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн кашни секундра пăшăрханакан анне чĕрин ыратăвне тата канăçсăрлăхне тепĕр çынна çитерме йывăр. Апла пулсан вĕсем ырă-сывă таврăнасса шанмалла, кĕл тумалла.

Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ клубра ятарлă çар операцине хутшăнакансен тăванĕсемпе тĕлпулу-каçĕ иртнĕ. Асăннă мероприятийĕн тĕллевĕ ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсене тата вĕсен çывăх çыннисене тимлĕх уйăрасси пулса тăрать.

«Эпир пĕрле» тĕлпулăва килнĕ хăнасем паянхи паттăрсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕсен мăшăрĕсене тав тунă, вĕсем пысăк хисепе тивĕçнине те палăртнă. Ятарлă операцине хутшăнкансен çывăх çыннисем те тухса сăмах калама вăй-хал çитернĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, асăннă мероприяти паттăр салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене пĕтĕçтернĕ (сплотить).     

Юмашри «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Вера Фомина) тата культура ĕçченĕсем, шкул ачисем ял çыннисемпе хăнасене савăнăç кÿрес тесе пуян концерт программи хатĕрленĕ. Тĕлпулу сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларнипе вĕçленнĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тăванĕсен юратăвĕ вĕсене сыхласа хăварасса тата килĕсене ырă-сывă таврăнма пулăшасса эпир те шанатпăр. 

  

 

Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Юмашра «Эпир пĕрле» тĕлпулу-каç тухăçлă иртнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: