Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Черетлĕ пысăк гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна 114-мĕш гуманитари пулăшăвне илсе çитернĕ. Асăннă çăка «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнчи çар çыннисем, тĕрлĕ паттăрсен ячĕсемпе хисепленекен батальонсем тата мобилизаци йĕркипе хутшăнакансем валли 34 автомобильпе, çав шутра 20 фура, илсе килнĕ.

Черетлĕ пысăк гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă
Черетлĕ пысăк гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă

Гуманитари пулăшăвĕ çитме йывăр районсенче усă курмалли кустăрмаллă техникăран, автобуссенчен, мотоциклсенчен, запас пайсенчен, пĕрене-хăмаран тата вутран, генераторсемпе инструментсенчен, оргтехникăсемпе эмелсенчен тата апат-çимĕçрен тăнă. Унсăр пуçне салтаксене квадрокоптерсемпе, БПЛАпа, телевизорсемпе, радиостанцисемпе тата кирлĕ ятарлă техникăпа тивĕçтернĕ. Гуманитари пулăшăвне республикăри муниципалитетсемпе обществăлла организацисем, ырă кăмăллă çынсем пухнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе Пушкăртстан правительствин вице-премьерĕ Ирек Сагитов илсе пынă.

Çула тухас умĕн водительсемпе пулăшăва йĕркеллĕ илсе çитерессишĕн яваплă çынсем тепĕр хут инструкци иртнĕ. Автоколонна «Башсельхозтехника» предприяти территоринчен хускалса кайнă. Вĕсемпе пĕрле Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем те çула тухнă. Экипаж командирĕ, пушарсене хирĕç кĕрешекен республика службин ертÿçин çумĕ Рамиль Давидов, кашнинех ятран тĕрĕсленĕ хыççăн çула тухма хатĕр пулнине раципе пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн автопоезд вырăнтан хускалнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: