Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ

Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем шкул ачисемпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли окоп çуртисем хатĕрлес акцие вĕçленĕ.

Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ
Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ

Çапла майпа вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене мирлĕ пĕлĕтшĕн тав тунă. Паллах, окоп çуртисем хатĕрлесси çар операцине хутшăнакан салтаксене кÿрекен пулăшăвăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç. Апла пулин те ярмулайсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн ют çĕршыв оккупанчĕсемпе кĕрешес ĕçре май пур таран пулăшу пама тăрăшаççĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе шкул ачисем çак мелпе хăйсен юратăвĕпе пулăшăвне, кĕл тунине, шанăçне палăртаççĕ. Çакăн йышши пулăшу çарти тивĕçе пурнăçлакансен  чунĕсене ăшăтасса шанаççĕ. Вĕсен хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ!   

Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ
Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ
Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ
Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: