Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкăртстан Белгород облаçĕнчи 500 ачана йышăнĕ

Çакăн çинчен  республика пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Белгород облаçĕнчи 500 ачана йышăнĕ
Пушкăртстан Белгород облаçĕнчи 500 ачана йышăнĕ

- Эпĕ Белгород облаçĕн губернатăрĕпе калаçрăм. Вĕсем пирĕн пата ачасене вырнаçтарас ыйтупа тухрĕç. Вĕсен лару-тăру ансат мар, çавăнпа та эпир Белгород облаçĕнчи 500 ачана йышăнăпăр, - палăртнă Радий Хабиров.

Республика пуçлăхĕ ачасене йышăнакан муниципалитетсем çинчен пĕлтернĕ. Вĕсен шутне Илиш районĕ тата Çтерлĕ хули кĕреççĕ. ПР Пуçлăхĕн администраци ертÿçине Максим Забелина муниципалитет пуçлăхĕсемпе пĕрле ыйтусене татса пама хушнă.

- Муниципалитет ертÿçисене ачасене йышăнмалли вырăнсене çитсе курма, тĕплĕн хатĕрленме ыйтатăп. Ачасем кашни кун снарядсем çурăлакан, çынсем вилекен çĕртен асап курса килеççĕ, - палăртнă Радий Хабиров. – Чи кирли паха апатлану йĕркелесси, пурăнмалли тата вĕренмелли , кирлĕ пулсан хушма пĕлÿ паракан вырăнпа тивĕçтересси. Ачасем хăйсене пирĕн патра иккĕмĕш тăван килти пек туйччăр.  Çак ĕçе пурнăçа кĕртме ыйтатăп.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: