Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй

Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсемпе вырăнти хĕрарăмсен Канашĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка сечĕ çыхакан пункт йĕркеленĕ. Асăннă акцине «Пурнăç хăйăвĕ» («Лента жизни») ят панă.

Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй
Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй

Пишкайăнри хастар хĕрарăмсем çак хыпара илтсен пархатарлă ĕçе хаваспах хутшăннă. Пĕрле пуçтарăннă та туслăн кал-кал ĕçленĕ: пĕрисем пусмана хăюсем çине касса тăнă, теприсем вĕсене сетка çине çыхнă. Çакă вĕсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ пулнă.  Пухăннисем асăннă ĕç йывăр мар, çав вăхăтрах кăткăс пулнинине палăртнă. Вĕсем çар çыннисене кăштах та пулин пулăшу кÿме пултарасси кашнин тивĕçĕ тесе шутлаççĕ.

Йĕркелÿçĕсем ял хутлăх администрацине сетка тата маскировка сечĕ çыхмалли ытти хатĕрсем туянма укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн чунтан тав тăваççĕ.

Ыр кăмăллăх ĕçĕ сÿнмессе, халăх тăрăшнипе вăл аталанса та сарăлса пырасса шанас килет.

 

Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй
Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй
Халăх пĕрлĕхĕ вăл – хăватлă вăй
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: