«Паян мĕнпур республикипе çуркуннехи субботниксем ирттереççĕ. Кăçал юр иртерех ирĕлсе пĕтрĕ, çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев кĕске вăхăт хушшинче ялсемпе хуласене йĕркене кĕртесси пулса тăрать. Иртрен пуçласа тĕрлĕ ÿсĕмри сÿрĕк мар çынсем хайсем пурăнакан вырăнсене тасатаççĕ. Юлнă юр куписене салатаççĕ, кăпкалатаççĕ, иртнĕ çулхи çÿп-çапа, çулçăсене пуçтараççĕ, йывăçсен тураттисене касаççĕ. Пурĕ икĕ эрнере Пушкăртстанри ял-хуласенчен 8,6 пин кубла метр çÿп-çап илсе тухнă», - тенĕ Радий Хабиров.
Аса илтеретпĕр, урамсене тасатассипе паян пĕрремĕш кун пулнă. Çывăх вăхăтра çакăн пек пĕтĕм республикăри субботниксем Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 20 тата 27-мĕшĕсенче иртĕç.
Юрий СНЕГОПАД.