Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли реестр пулĕ

ПР Патшалăх управленин цифра аталанăвĕн министерстви «Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене памалли пулăшу мерисен реестрĕ» патшалăх информаци системин положенине хаклама çынсен умне тăратнă. Сĕнÿсене апрель уйăхĕн  15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли реестр пулĕ
Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли реестр пулĕ

Цифра министерстви асăннă системăн технологи операторĕ, «Башкортостан» ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан республика центрĕ унăн тĕп операторĕ пулассине палăртаççĕ. Цифра министерстви çавăн пекех системăна тĕрĕслев витĕр ирттересси тата информацие хÿтĕлесси пирки яваплă пулĕ.

Астутарасшăн, паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра ятарлă çар операцине хутшăннисем тата вĕсен çемйисем валли 39 тĕрлĕ пулăшу пур. 2024 çулта çак тĕллевсене пурнăçлама 6,1 млрд тенкĕ уйăрнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: