Салтак çапăçу хирĕнчи малти позицинчен сывалма тăван тăрăха килнĕ пулнă. Дронсене хирĕç кĕрешмелли хатĕре туянма укçа-тенкĕн пĕр пайне республикăра пурăнакансем пухнă, ытларах виçине хăйĕнне хушнă.
- Эпĕ пире тăван кĕтесрен пулăшнишĕн, пире шаннăшăн савăнатăп. Пирĕншĕн çакă питĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пире çакă çапăçу хирĕнче пулăшать, вăй-хăват парать, малашлăхра шанăç çуратать. Журналистсене пысăк тав,- тенĕ штурмовик.
Пушкăртстан журналисчĕсем сăмахпа кăна мар, ĕçпе те пулăшаççĕ. Вĕсем тăтăшах ятарлă çар операцин зонине тухса çÿреççĕ, материалсем çыраççĕ, салтаксен кăмăлне çĕклеççĕ. Çавăн пекех фронт валли ятарлă хатĕрсем, экипировка туянма укçа-тенкĕ пухаççĕ, маскировка сеткисемпе окопсенче усă курмалли çуртасем хатĕрлеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.