Маскировка сечĕсем çыхма спанбонд текен материал кирлĕ. Пире пĕр сарлакăш тата вăрăмăш туса касмалла. Çак ĕçе алăпа пурнăçламалла. Халĕ 2,5 сехет хушшинче ятарлă станокпа хăюсем хатĕрлеме пулать.
- Асăннă станока Азамат Загитовпа Юлия мăшăрĕ туса хатĕрленĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, параппана алăпа çавăрмалла. Пир татăкне хăюсем туса арçынсем касаççĕ: Азамат Загитов тата Алексей Сафонов, шкул ачисем, студентсемпе çамрăк армеецсем. Хатĕр хăюсене çавăнтах маскировка сечĕсем çыхакан вырăнсене илсе çитереççĕ, - каласа панă Андрей Иванюта.
Район пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, юлашки уйăх хушшинче хулара тата районта çар çыннисем валли 30 яхăн маскировка сечĕ çыхнă.