Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пысăк пулăшу панă

Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан хастарсенчен пĕри, Геннадий Тарасов, ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсен çемйисене утă хатĕрлес ĕçре пысăк пулăшу кÿнĕ.

Пысăк пулăшу панă
Пысăк пулăшу панă

Суккул ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Олег Никитин пĕлтернĕ тăрăх, ырă чĕреллĕ арçын тĕркепе утă хатĕрленĕ. Суккул тата Князевка ялĕсенче пурăнакан икĕ çемьене 10-шар тĕрке пулăшу туса панă.

Хÿтĕлевçĕсен çемйисене паллах пулăшу кирлĕ, çав шутра хуçалăхри ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те. Олег Михайлович çăмăл мар вăхăтра асăннă çемьесене тимлĕх уйăрасси тĕп тĕллев шутланнине палăртнă. Пуçлăх Геннадий Тарасова ырă ĕçĕшĕн ял Канаш ятĕнчен чун-чĕререн тав тунă.

Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.

Пысăк пулăшу панă
Пысăк пулăшу панă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: