Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Чиркÿсемпе мечетьсенче ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемшĕн кĕлĕсем вулĕç

Пушкăртстанра  ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемшĕн ушкăнпа кĕлĕсем вулĕç. Çакăн пек пуçарупа оперативлă канашлу вăхăтĕнче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров тухнă.

Чиркÿсемпе мечетьсенче ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемшĕн кĕлĕсем вулĕç
Чиркÿсемпе мечетьсенче ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемшĕн кĕлĕсем вулĕç

Вăл тĕн ертÿçисене çак ĕç валли ятарлă кунсем уйăрма ыйтнă. Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, çар çыннисен тăванĕсем çакăн çинчен хăйсем те ыйтма пултараççĕ. Вĕсемшĕн тăванĕсен сывлăхĕшĕн кĕлĕ вулани чи кирли шутланать.

- Çакăн пек туни, ман шутпа, тĕрĕс пулать, - палăртнă регион пуçлăхĕ. – Ăс-тăн тĕнчинче чи пĕлтерĕшли халĕ -  ятарлă çар операцинчи салтаксен сывлăхĕшĕн тата вилнисемшĕн кĕлĕсем вулани.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: