Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкăртстан Курск облаçĕнче инкеке лекнисене йышăнма хатĕр

Пушкăртстан ятарлă çар операцине пула Курск облаçĕнче йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене республикăра йышăма хатĕрри çинчен паян Республикăри управлени центрĕнче иртнĕ правительствăн канашлăвĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Курск облаçĕнче инкеке лекнисене йышăнма хатĕр
Пушкăртстан Курск облаçĕнче инкеке лекнисене йышăнма хатĕр

- Эсир пурте куратăр Курск облаçĕнче мĕн пулса иртнине. Лару-тăру йывăр. Эпир Курск облаçĕн ертÿçисемпе çыхăнтăмăр, облаç губернаторне унти çынсене йышăнма хăтĕр пулнине пĕлтертĕмĕр. Ку вăл -  пирĕн тĕп тĕллев. Вĕсене унта питĕ те йывăр. Тепĕр хут калатăп, эпир инкеке лекнисене пулăшма хатĕр, - палăртнă Радий Хабиров.

Хушса çакна каламалла, Ĕпхÿре Курск облаçĕнче инкеке лекнĕ çынсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕ япаласем пухассине Пушкăртстанри çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ йĕркеленĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон - 8-927-311-23-55.

Юрий СНЕГОПАД

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: