«Пушкăртстан Курска пулăшма пĕр чăмăра пĕрлешрĕ. Сивĕ чунлă мар, тимлĕ республика çыннисем, пирĕн организацисемпе предприятисем темиçе кун хушшинче гуманитари пулăшăвне йĕркелерĕç. Паян, август уйăхĕн 14-мĕшĕнче, кирлĕ япаласемпе тиенĕ конвой Украина çарĕсенчен шар курнă çынсем патне тухса кайрĕ.
Эпĕ Курск облаçĕнчи Суджа районĕнчи Гончаровка ялĕнче çуралнă. Унта манăн атте-анне, тăвансем, тус-юлташсем пурăнаççĕ. Маншăн çакă питĕ те çывăх, пăшăрхануллă истори. Республикăра пурăнакансене, кам май çитнĕ таран пулăшÿ панă, паянхи кун та пулăшать, пурне те тав тăватăп. Шăпах çакăн пек йывăр вăхăтра пулăшни, тус-юлташăн хулпуççи тĕревне туйни пĕлтерешлĕ. Çакă чăнахах та чи хакли тата чи кирли», - тесе çырнă Максим Забелин.
Юрий СНЕГОПАД.