Пелепей районĕнчи Сименкке ял хутлăхĕнче пурăнакансем малти позицие илсе çитерекен гуманитари пулăшăвне пухас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче Кивĕ тата Çĕнĕ Сименкке кил хуçи арăмĕсем çар çыннисем валли кил салми касма тата сиплĕ курăксенчен чей пуххисем пуçтарма ял клубĕсене пухăннă. Вĕсем хăйсен ĕçне чун ăшшине, ăшă кăмăл-туйăмĕсене шеллемесĕр пурнăçланă. Пĕрисем чуста çăрнă, теприсем ăна сарнă-каснă. Çав вăхăтра кил хуçи арăмĕсем паттăрсене хăвăртрах киле таврăнма, чăтăмлăхпа сывлăх суннă. Вăрах упранакан салмана типĕтсе контейнерсене вырнаçтарнă. Кил чăххисем тунă çăмартасем хушса тунă салма çул çинче пăсăлмасть, çар условийĕсенче салтаксене вăй-хал кÿрекен яшка пĕçерсе çиме май парать.
Тăрăшса хатĕрленĕ апат çимĕçе çывăх вăхăтра черетлĕ гуманитари пулăшăвĕпе малти линие ăсатĕç. Çак пулăшу вара ашшĕ çурчĕпе амăшĕн ăшă аллисене аса илтерĕ.