Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çăпăçу хирĕнче дронсем хатĕрлеççĕ

Ятарлă çар операцинчи «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнче пилотсăр вĕçекен аппаратсем пуçтаракан инженер класне йĕркеленĕ. Хăйсене кирлĕ пайсене салтаксем 3D принтер çинче хатĕрлеççĕ. Çакăн çинчен телеграм-каналта вырăнта пулнă БСТ телеканалăн пултарулăх ушкăнĕ пĕлтернĕ.

Çăпăçу хирĕнче дронсем хатĕрлеççĕ
Çăпăçу хирĕнче дронсем хатĕрлеççĕ

Маларах Пушкăртстан фронта хамăр республикăра тунă икĕ ушкăн пилотсăр аппаратсем ярса панă пулнă, вĕсем тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Кун пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров каласа панă. Вăл иртнĕ эрнере шăвах ятарлă çар операцинче пулнă. Регион ертÿçи салтак-офицерсемпе тĕл пулнă, дронсемпе тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явнă.

Ĕнер республикăн управлени центрĕнче иртнĕ правительство канашлăвĕнче Радий Хабиров çар çыннисем пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе тата радиоэлектронлă керешÿ хатĕрсемпе тивĕçтернĕшĕн республикăна тав тунине пĕлтернĕ.

«Эпир пилотсăр аппаратсемпе тивĕçтернине салтаксем ăшă та кăмăллă туйăмсемпе йышăнаççĕ»,- тенĕ Радий Хабиров.

«Республика пулăшăвĕ кирлĕ шайра. Тыл хÿтлĕхре, тыл пире пулăшать. Эпир  пĕлекен чылай ачасем урăх подразделенисенче, урăх полксенче служба иртеççĕ. Пирĕн пушкăрт мотострелексен полкĕ республика пулăшу парассипе хăйне лайăх енчен кăтартать», - Пушкăрт спутник телевиденийĕ «Винни» хушма ятпа çÿрекен салтак сăмахĕсемпе çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД. 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: