Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкăртстан депутачĕсем ятарлă çар операцийĕ валли 45 млн тенкĕ пухнă

Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу пама 45 миллион тенкĕ пухнă. Çакăн çинчен Пушкăртстан парламенчĕн председателĕ Константин Толкачев фронтран кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ Алексей Локотченкăпа тĕл пулнӑ вăхăтра пĕлтернĕ.

Пушкăртстан депутачĕсем ятарлă çар операцийĕ валли 45 млн тенкĕ пухнă
Пушкăртстан депутачĕсем ятарлă çар операцийĕ валли 45 млн тенкĕ пухнă

 - Паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулӑшасси — тĕп задачĕсенчен пĕри, - палăртнă Константин Толкачев. — Депутатсем тăтăшах çар хирĕç тăрăвĕсем пыракан зонăра пулаççĕ, салтаксемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсене мĕн кирлине яланах пĕлсе тăратпăр. Паттăрсем валли кирлине туянма укçа-тенкĕ пухатпăр. Депутатсем 45 миллион тенкĕ пуçтарнă ĕнтĕ, çак ĕç малалла тăсăлĕ. Кашни ĕç укçинчен укçа-тенкĕ пуçтаратпăр. Асăннă ĕçе мĕнпур депутат та хутшăнать. Ку пирĕн патриотла тивĕç.

Алексей Локотченко çĕршыври Оборона министерствин хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ корпусĕпе 2024 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче контракт алă пуснă. Вăл хăйне валли «Радий» хушма ят илнĕ. Май уйăхĕнче çар заданине пурнăçланă вăхăтра аманнӑ. Кăçалхи çу кунĕсенче иккĕмĕш хут суранланнă. Çар ҫынни килне отпуска таврăннă, унтан каллех ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна кайнӑ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: