Хĕр ача Алиса ятлă. Вăл Туймазă хулинчи спорт шкулĕнче тăваттăмĕш çул шахмат вăййин вăртăнлăхне алла илет, муниципалитет тата республика шайĕнчи ăмăртусене тухăçлă хутшăнать.
Кăçалхи çуркунне Алиса районти ăмăртура хĕр ачасем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, пысăк чĕреллĕ спортсмен социаллă сетьсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли укçа пухасси çинчен калакан пĕлтерĕве курнă. Хĕр ача вăрах шухăшламасăр радиоэлектронлă кĕрешÿ системине туянма ăмăртура тивĕçнĕ укçине пама йышăну тунă.
Август уйăхĕнче Алиса Пушкăртсанра шахмат выляса мала тухассишĕн кĕрешнĕ, виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хальхинче те çамрăк спортсменка çар çыннисем валли скотч туянма хăйĕн укçине волонтерсене кайса панă.
- Алиса амăшĕн тĕслĕхĕпе (вăл «Маскитка» маскировка сечĕсем çыхакан, гуманитари пулăшăвĕ пухакан, шыв витмен плащсем çĕлекен клубăн пайташĕ) салтаксене пулăшать. Эпир çамрăк спортсмена тата унăн амăшне чунтан тав тăватпăр, - тенĕ муниципалитетра.