Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пенсионер СВОна çĕнĕ мотоцикл ăсатнă

Баймак хулинчи пенсионер М.Шаймуратов ячĕллĕ пушкăрт батальонĕн çыхăну взвочĕн паттăрĕсене çĕнĕ «питбайк» парнеленĕ.

Пенсионер СВОна çĕнĕ мотоцикл ăсатнă
Пенсионер СВОна çĕнĕ мотоцикл ăсатнă

Ильдар Юлдыбаев çар комиссарĕ пĕлтернĕ тăрăх, Баймак çынни хăйĕн ятне пĕлтересшĕн пулман.

 - Пенсионер 66 çулта. Вăл пĕтĕм чун-чĕререн салтаксене пулăшасшăн, Çĕнтерĕве çывхартассине тÿпе хывасшăн,  - палăртнă Ильдар Юлдыбаев. – Çакăн йышши мотоциклсемпе çар задачисене пурнăçлама меллĕ. Вĕсем çитме йывăр участоксене çитме пулăшаççĕ. Баггисемпе квадрациклсем иртеймен вырăнсене пысăк хăвăртлăхлă мотоцикл çăмăллăн çитет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: