Пур хыпар та

Салтаксене - пулăшу

Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕпе «Чебурашка» ача сачĕн коллективĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли шлем çийĕнчен тăхăнмаллисем çĕлеççĕ.

Салтаксене - пулăшу
Салтаксене - пулăшу

Çи-пуçа çирĕп пусмаран, 50х50 см виçеллĕ маскировка сетĕнчен туса хатĕрлеççĕ. Ăна шлем çийĕнчен тăхăнмалла та тăсăлакан хăюпа (резинка) туртса çыхмалла.

Шлем çийĕнчен тăхăнмаллисем çи-пуçăн ĕмĕлкине уçăмсăрлатма (размыть), хĕвел пайăркисене сирсе яма пулăшаççĕ. Çапла вара çын юрпа витĕннĕ тĕмескене çаврăнать. 

Маскировка сечĕ салтакшăн бронижилетпа каскăран кая мар пĕлтерĕшлĕ, унăн кирлĕлĕхĕ пысăк. Çавăнпа ал ăстисене çине тăрăшса ĕçленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каламалла.

Пелепей хули.

 

Салтаксене - пулăшу
Салтаксене - пулăшу
Салтаксене - пулăшу
Салтаксене - пулăшу
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: