Пур хыпар та

Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ

Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи культура çуртĕнче хăйне евĕрлĕ, çав вăхăтрах питĕ кирлĕ те усăллă мастер-класс иртнĕ.

Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ
Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче ОБЖ учителĕ пулса ĕçлекен А.В. Григорьев пуçарăвĕпе Треппел ялĕнчи çамрăксен ушкăнĕ маскировка сечĕсем çыхма вĕренес тĕллевпе культура çуртне пухăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче мастер-класа хутшăнакансене ятарлă çар операцинчи çар çыннисене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пулăшу пани çинчен каласа панă. Паянхи кун маскировка сечĕсем – çар çыннисем анлă усă куракан хатĕр. Вĕсем салтаксене, хĕç-пăшалсене, çар техникине тата ытти кирлĕ объектсене пытарма май параççĕ. Треппел ял хутлăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсем çулталăк хушши маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Шăпах вĕсем çак ырă ĕçе вĕренме кăмăл тăвакансене пурне те вĕрентме пултараççĕ.

Çамрăксем М.Г. Григорьеван, Н.М. Шумилован тата Г.П. Константинован ăста аллисем маскировка сечĕсем çыхнине тимлĕн пăхса, итлесе ларнă. Аслисем çыхмалли тĕрлĕ мелсене кăтартнă, вăрттăнлăхсене уçса панă, хăйăва епле тĕрĕс касса татмалллине ăнлантарнă, тĕвĕсем çыхмалли меслетсемпе те паллаштарнă. Çакăн хыççăн ачасем маскировка сетьне хăйсем тĕллĕн çыхса пăхнă. Çине тăни тата аслисем пулăшни техникăна алла илме май панă.

Маскировка сечĕ çинчи кашни татăк чун ăшшипе тата салтаксем каялла ырă-сывă таврăнас шанăçпа тулнă. Мастер-класа хутшăнакансенчен кашниех пысăк ĕçе тÿпе хывма тăрăшнă. Ачасем пĕрлехи вăйпа пĕр-пĕр салтакăн пурнăçне çăлса хăварма пултарнине ăнланнă. Çакă вара пысăк пĕлтерĕшлĕ!

Авăркас районĕ, Треппел ялĕ.

Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ
Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ
Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ
Авăркас тăрăхĕнчи ачасем маскировка сечĕсем çыхма хăнăхаççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: