Çак кунсенче Пелепей районĕнчи Сименкке ялĕнчи культура çуртĕнче Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисен пайташĕсене пулăшу парас çулталăк шайĕнче окопра усă курмалли çуртасем тăвас енĕпе мастер-класс иртнĕ. Мероприятие хутшăнакансем асăннă хатĕрĕн историне тĕпчесе пĕлнĕ. Çакăн хыççăн вĕсем СВО паттăрĕсем валли çуртасем туса хатĕрленĕ.
Мастер-класа йĕркелеме Анатолий Иванов, Владимир Елисеев тата Наталия Елисеева спонсорла пулăшу панине палăртса хăвармалла. Анатолий Иванович 30 кг ытла пыл, çуртасем тума 10 кг ытла ăвăс (воск) илсе килнĕ. Владимир Ильич – парафин тата сурансене сиплемелли крем. Наталия Ивановна вара хальхинче те ăшă нускисем çыхса хатĕрленĕ.
Пелепей районĕ, Сименкке ялĕ.