Пур хыпар та

Пулăшу юнашар

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парасси патшалăх политики кăна мар, пирĕн çĕршыври кашни гражданинăн тĕллевĕ пулса тăчĕ. Паян СВОна хутшăнакансене пулăшас ĕçе волонтерсемпе общество организацийĕсем, ыркăмăллăх фончĕсем тата ыттисем те пысăк тÿпе хываççĕ.

Пулăшу юнашар
Пулăшу юнашар

Ял-хулара пурăнакан кашни çын тăван килтен аякка тухса кайнă ентеш-салтаксене пулăшу парас тесе кунсерен тăрăшать. Сăмахран, Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнчи культура çуртĕнчи «Тантăшсем» чăваш халăх вокал ушкăнĕ, Н.Н. Ивановапа Н.В. Семенова тата В.А. Гапурова пĕр ял çыннисем салтаксем валли кил салми касас, савăтсем тăрăх пыл тултарас ĕçе хастар хутшăнаççĕ.

Раççейĕн хисеплĕ салтакĕ, сиртен кашнийĕ хăйĕн çывăх çыннисем патне ырă-сывă таврăнтăр. Эпир сире килте кĕтетпĕр!

Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ.

 

Пулăшу юнашар
Пулăшу юнашар
Пулăшу юнашар
Пулăшу юнашар
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: