Унта Çĕнĕ Хурамал, Суккул ял клубĕсен пултарулăх ушкăнĕсем, Инна Захаровапа Ильфат Ихсанов юрăçсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех концертсене ялан илем кÿрекен Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ, районти тĕп культура çурчĕн юрăçи Сергей Порожейко та килчĕ. Куракансем юрă-кĕвĕ номерĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Ял çыннисемпе шкул коллективĕ ятарлă çар операцинчи салтаксем валли пулăшу пуçтарассине йĕркелерĕç. Кĕске вăхăт хушшинче 22 курупка салтаксене кирлĕ япаласене пуçтарнă, кил салми каснă, сакăр мăшăр милĕк çыхса хатĕрленĕ, виçĕ маскировка сечĕ çыхнă.
Ял çыннисем умĕнче тав сăмахĕсемпе Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх пуçлăхĕ Иван Павлов тата шкул директорĕ Зоя Никитина тухса калаçрĕç. Ыр кăмăллăх концертĕнче пуçтарнă 10 пин те 400 тенкĕ укçана çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă салтаксене, вилнĕ салтаксен çемйисене, СВОна хутшăннисене пулăшакан АНО БВБД «Боец» директорне Фидан Баянова пачĕç. Фидан Баянов ял çыннисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Çакăн йышши ыр кăмăллăх мероприятийĕсем пирĕн пурнăçа ырăлăхпа, хĕрхенÿпе тултараççĕ, çĕршыв чиккисемпе çынсен интересĕсене хÿтĕлекенсене шанчăклăхпа пулăшу кÿреççĕ. Пĕрле пулсан эпир нумайрах ырă ĕç тăваятпăр! Мероприятие хутшăннисене, укçа-тенкĕ уйăракансене тав тăватпăр. Эпир хамăр паттăрсене, хÿтĕлевçĕсене пулăшмалла, çĕнтерĕве пĕрле çывхартмалла. Пирĕн вăй - халăх пĕрлĕхĕнче!
Нэля ТИМОФЕЕВА, Çĕнĕ Хурамалти клуб ĕçченĕ.
Мияки районĕ.
Редакцирен. Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ял хутлăхĕнчен СВОна 32 çын ăсаннă. Вĕсенчен тăваттăшĕ паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Сăмах май каласан, Нэля Тимофееван тăван ывăлĕ те ятарлă çар операцинче виççĕмĕш çул тăшманпа çапăçать.