-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Альфия Исламгареевна 93 çулта, вăл Гургуреево ялĕнче пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăван ялти колхозра ĕçленĕ, фронта пулăшнă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Альфия Исламгареевна çулĕсене пăхмасăр волонтер ĕçĕ-хĕлне пуçăннă. Кинемей çар çыннисем валли çĕршер мăшăр çăм нуски çыхнă.
- Альфия Исламгареевнана паянхи хÿтĕлевçĕсене, 80 çул каялли пекех, пулăшу парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватпăр. Çакăн пек çынсем пурри пире кирек мĕнле ларура та пĕрлĕхпе пĕр-пĕрне пулăшни пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерет, - палăртнă Марат Латыпов.