Çынсем пĕрле пухăнса çар çыннисене кăштах та пулин пулăшу кÿрес тесе тăрăшаççĕ. Акă, Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи библиотека тата культура çурчĕн ĕçченĕсем, вырăнта пурăнакансем 2023 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнчен маскировка сечĕсем çыхма тытăннă. Мастерской Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çуртĕнче вырнаçнă. Çыхмалли станока хатĕрлес енĕпе «Базы» СП» ОООн 1-мĕш комплекс бригадин бригадирĕ В.М. Сайдяков пысăк пулăшу панă. Маскировка сечĕсем тăшмана улталама, ăна çултан пăрса яма, позицисене пытарма май панине шута илсе ял çыннисем килти ĕçĕсене пăхмасăр ĕçе çÿренĕ пекех кашни кун ял клубне утнă. Юмашсем çак пархатарлă ĕçе паянхи кунчченех тăсаççĕ.
Юмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине мала хурать. Ятарлă çар операцийĕ пынă май шкул ачисем СВО участникĕсене ăшă çырусем ярса вĕсене паттăрлăхшăн тав тăваççĕ. Педагогсемпе вĕренекенсем салтаксем валли окоп çуртисем хатĕрлеççĕ. Халĕ шкул ачисене маскировка сечĕсем çыхас ĕçе явăçтарас тĕллевпе мастер-классем йĕркелеççĕ. Çапла март уйăхĕн 17-мĕшĕнче Юмаш ачисем пысăк та сăваплă ĕçе хутшăнас тĕллевпе культура çуртне пухăннă. Культура ĕçченĕсем çамрăк ăрăва çыхмалли мелсем çинчен каласа панă, каланине ĕçпе çирĕплетнĕ. Шкул ачисем хаваспах салтаксене пулăшу кÿрес тесе маскировка сечĕсем çыхнă.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.