Ырă та уçă чĕреллĕ çынсем укçа-тенкĕ пухса госпитальте сипленекен суранланнă салтаксем валли кирлĕ тум туяннă: футболкăсемпе нускисем, тапочкăсемпе аялти тум. Унсăр пуçне волонтерсем окоп чирĕсемпе чирлекенсем валли ăшă нускисем çыхнă.
Пĕтĕмĕшле вăйпа 14 200 пин тенкĕ нухрат пухнă. Çавăн пекех ял çыннисем кирлĕ япаласем, трикосемпе тумсем, утиялсемпе мунчаласем илсе килнĕ. Çапла майпа 11 курупка пуçтарнă. Ял хутлăхĕнче пурăнакан ырă чĕреллĕ çынсем, ялтан тухнисем тата волонтерсем Авăркас тăрăхĕнчи хĕрарăмсен Канашне 5 пин тенкĕ пухса панă. Нухратпа топливо туянĕç. Волонтерсен штабĕнче вара тата 3х6 виçеллĕ 8 маскировка тетелĕ çыхнă (иртнинче 10 тетел ăсатнă пулнă).
Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывакансене, гуманитари пулăшăвне пухакансене ырă чĕрисемшĕн, пысăк пулăшушăн тав тăвасси çеç юлать. Пĕрле чухне эпир вăйлă!
Авăркас районĕ.