Пур хыпар та

Икĕ автомобиль тата икĕ тонна гуманитари пулăшăвĕ

Калтасă районӗнче пурӑнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли икӗ автомобиль, мотоцикл тата икӗ тонна ытла гуманитари тиевĕ ӑсатнӑ. Çакăн çинчен Калтасă район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Семен Цедилкин хăйĕн социаллă сетĕнче çырса пĕлтернĕ.

Икĕ автомобиль тата икĕ тонна гуманитари пулăшăвĕ
Икĕ автомобиль тата икĕ тонна гуманитари пулăшăвĕ

Ҫавăн пекех малти линие салтаксене тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисенчен посылкӑсем те илсе ҫитернӗ. Гумконвоя вырӑнти социаллӑ аталанӑва пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх фончӗн, волонтерсен тата пур ырă чĕреллĕ çынсен вӑйӗпе йӗркеленĕ. 

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас