Чие пухса варени вĕретес шухăш Паскай ял хутлăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Светлана Иванован пуçне пырса кĕнĕ. Хĕрарăм усăллă акцие «Паскай парнисем» ят панă.
Чие татма аякка кайма кирлĕ мар, тĕмсем ял варринчех ÿсеççĕ. Пĕррехинче, тĕмсем çумĕпе иртсе пынă чух, Светлана Иванован пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕнĕ. Мĕншĕн чие татса ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли варени вĕретес мар-ха? Чие варенийĕн тути салтаксене тăван кил ăшшине аса илтерĕ.
Светлана Витальевнан сĕнĕвне «Хÿтĕлев тĕвви» волонтер клубĕн ытти хастарĕсем те ырласа йышăннă. Хĕрарăмсем пĕрремĕш кунхине 15 витре çырла татнă.
- Салтаксене тутлă кучченеçпе хăналасшăн. Килте вĕретнĕ варени хаяр кунсенче амăш юратăвне, тимлĕхне тата ăшшине парнелессе шанатпăр, - тесе калать волонтер клубĕн председателĕ Валентина Романова акци пирки.
«Хÿтĕлев тĕвви» волонтер клубĕ 2024 çулхи декабрь уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Унăн йышне вырăнта пурăнакан 26 хастар кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем пĕтĕмĕшле 5 пин тăваткал метр маскировка сечĕ çыхнă.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Паскай ялĕ.