Пур хыпар та

115-мĕш маскировка сечĕ хатĕрлеççĕ

Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнчи культура çуртĕнче кашни кун ĕç вĕресе тăрать - ырă кăмăллă хĕрарăмсен ушкăнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем валли маскировка сечĕсем çыхать. Паянхи кун вĕсем 115-мĕшне хатĕрлеççĕ. Волонтерсем тимлĕ алăсем пĕр-пĕр салтакăн пурнăçне çăлса хăварасса шанаççĕ.

115-мĕш маскировка сечĕ хатĕрлеççĕ
115-мĕш маскировка сечĕ хатĕрлеççĕ

Çывăх çыннисем СВОна хутшăнакан хĕрăрăмсем ĕç вăхăтĕнче фронтри пулăмсем çинчен каласа параççĕ. Кивĕ Ибрай ялĕнче пурăнакан Лидия Хамидуллинан икĕ ывăлĕ те Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет. Вĕсенчен пĕри, Роберт, килне таврăннă. Радик ывăлĕпе кĕрĕвĕ кĕске отпуск хыççăн хăйсен чаçĕсене таврăнĕç.  

Ывăлĕсенчен пĕри маскировка сечĕ салтаксен пурнăçне çăлса хăварни çинчен каласа панă. «Эпир, 16 салтак, апатланма лартăмăр, сетьпе витĕнтĕмĕр. Çав вăхăтра тăшман дронĕ вĕçсе килчĕ те хăюсем хушшине кĕрсе ларчĕ. Пĕлетĕн-и, анне, эсир çыхнă сетка 16 салтак пурнăçне çăлса хăварчĕ. Эпир сире пысăк ĕçшĕн, тимлĕхшĕн тав тăватпăр», - тенĕ ывăлĕ.

Тепĕр амăшĕ çар çыннисем маскировка сечĕсемпе хÿтлĕх, мастрас е утиял вырăнне усă курнине палăртнă. Сивĕ, пылчăклă, çывăрма вырăн çук чухне салтаксем маскировка сечĕсене сарса выртаççĕ, вĕсемпе витĕнеççĕ. Блиндаж çук чухне те тылран ярса панă сетьсем пулăшаççĕ.

Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

115-мĕш маскировка сечĕ хатĕрлеççĕ
115-мĕш маскировка сечĕ хатĕрлеççĕ
115-мĕш маскировка сечĕ хатĕрлеççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас