Пур хыпар та
Хамăрăннисене пăрахмастпăр
10 Сентябрӗн 2025, 18:00

Вун пĕр çулхи волонтер СВО паттăрĕсем валли 100 пин тенкĕ пухнă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Полина Дудко интернетра сăвăсем вуласа 100 пин тенкĕ пухнă.

Вун пĕр çулхи волонтер СВО паттăрĕсем валли 100 пин тенкĕ пухнă
Вун пĕр çулхи волонтер СВО паттăрĕсем валли 100 пин тенкĕ пухнă

ПР çамрăксен политикин министрĕ Вито Сабиров пĕлтернĕ тăрăх, Полина Дудко республикăн тĕп хулинчи «Ядкарь»» культура çурчĕн воспитанници шутланать.

 - Полина 11 çулта çеç, анчах СВО волонтерĕ пулса тăма ĕлкĕрнĕ. Вăл паллă вырăнсемпе гиспитальсене çÿрет, СВО паттăрĕсене пулăшу парас тĕллевпе йĕркеленĕ акцисене хутшăнать. Ытларах хĕр ача тĕрлĕ авторсен сăввисене вулама юратать. Вĕсене вăл камера çине çыртарса социаллă сетьсенче вырнаçтарать. Çапла майпа пĕчĕк волонтер пин ытла видеоролик хатĕрленĕ, хăш-пĕр авторсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсем Полина ĕçне палăртса хăйсен укçи-тенкисене ярса параççĕ. Çак хисеп 100 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă нухрата СВО участникĕсене пулăшу туса ярса панă, - каласа панă Вито Сабиров.

Полинăна хастар волонтер ĕçĕ-хĕлĕшĕн «СВОна пулăшу панăшăн» медальпе наградăланă.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас