Пур хыпар та
Хамăрăннисене пăрахмастпăр
15 Сентябрӗн 2025, 13:00

СВО зонине 200 ытла аш консерви ăсатнă

Хастарсем СВО участникĕсем валли кил салми тата çăкăр, çавăн пекех темиçе курупка пылак чак-чак хатĕрленĕ.

СВО зонине 200 ытла аш консерви ăсатнă
СВО зонине 200 ытла аш консерви ăсатнă

Мелеуз районĕнчи Восточный тата Сарышево ялĕсенче пурăнакансем СВО зонине ăсатма пысăк калăпăшлă апат-çимĕç пухса хатĕрленĕ. Вĕсем çинчен Мелеуз район администраци пуçлăхĕ Забир Габдуллин каласа панă.

Хĕрарăмсем çар çыннисем валли 207 банка аш консерви хупнă. Аш-какайпа вырăнти фермер тивĕçтернĕ. Çавăн пекех волонтерсем кил салми каснă, 16 курупка пылак чак-чак тата çăкăр пĕçернĕ.

Унсăр пуçне ял çыннисем темиçе михĕ çĕр улми, чĕрĕ тата консервланă пахча çимĕç, варени, 35 савăт пыл тата лаша ашĕнчен хатĕрленĕ 50 кăлпасси илсе килнĕ.

Çавăн пекех хастарсем хăйсен ентешĕсем валли окоп çуртисемпе маскировка сечĕсем панă.       

СВО зонине 200 ытла аш консерви ăсатнă
СВО зонине 200 ытла аш консерви ăсатнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас