Пур хыпар та

Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть

Çынна ырă туни нихăçан та харама каймасть. Çакна Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнакан хастарсем çирĕплетсех калама пултараççĕ.

Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть

Сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче ялта ыркăмăллăх ярмăркки иртнĕ. Унта вырăнти шкулта ĕçлекен вĕрентекенсемпе ăс пухакан ачасем, организацисен коллективĕсем, ял çыннисем хастар хутшăннă. Пĕрлехи ĕçе кашни хăйĕн тÿпине хывма тăрăшнă. Пĕрисем суту-илÿ вырăнĕсем йĕркеленĕ пулсан, теприсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухмалли пункт уçнă. Ярмăрккăра тĕрлĕ тавар туянма пулнă. Пухăннă укçа-тенкĕпе фронтри салтаксене пулăшнă çĕрте усă курĕç. Çавăн пекех тинĕскÿлсем илсе килнĕ вăрах упранакан апат-çимĕçе, пахча çимĕçе, гигиена хатĕрĕсене çывăх вăхăтра СВО паттăрĕсем патне ăсатĕç.

Ыркăмăллăх ярмăрккине «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» концерт программи илем кÿнĕ. Пултарулăх артисчĕсем куракансен чĕрисене тыткăнлакан патриотла юрăсем шăрантарнă. Тинĕскÿл ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Наталья Иванова вырăнти волонтерсене пархатарлă ĕçĕшĕн чун-чĕререн тав тунă, Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.

Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Ыркăмăллăх туйăмĕ ывăнма та, авăнма та памасть
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас