-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстан тĕп хулинче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли алса-чăлха, калпак-шарф пуçтарса пама пултараççĕ.
Октябрь проспектĕнче вырнаçнă Хĕл Мучи резиденцийĕнче гуманитарлă пулăшу валли ятарлă контейнер вырнаçтарнă. Вĕсене çавăн пекех Хулари культура çуртĕнче, Ача-пăча филармонийĕнче «Моторостроитель» культура çуртĕнче тата Хулари культурăпа кану центрĕнче лартнă. Акци резиденци ĕçне вĕçличчен, январь уйăхĕн 11-мĕшĕччен, тăсăлĕ.