Пур хыпар та

Тăхăр вун тăхăр çулхи кинемей çĕршер теçетке чăлха çыхнă

Тĕлĕнмелле хĕрарăм историйĕпе ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров паллаштарнă.

Тăхăр вун тăхăр çулхи кинемей çĕршер теçетке чăлха çыхнă
Тăхăр вун тăхăр çулхи кинемей çĕршер теçетке чăлха çыхнă

««Кĕмĕл» волонтерсем – тĕлĕнмелле çынсем. Çулĕсемпе самай аслă пулсан та вĕсем хăйсен чĕрисен ăшшине пама чарăнмаççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри – Мелеуз хулинче пурăнакан Полина Афанасьевна Чельник.  Кăçал вăл хăйĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвĕ.

Полина Афанасьевна 1926 çулта Мелеуз тăрăхĕнчи Озерки ялĕнче çуралнă. Çемьере унсăр пуçне тата пилĕк хĕрпе икĕ ывăл ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех хресчен ĕçне вĕреннĕ. Виççĕмĕш класс хыççăн хĕр ача ашшĕ-амăшĕпе Мелеуз хулине пурăнма куçнă. Кунта вăл çичĕ класс пĕлĕвне илнĕ. Хĕр вун пилĕк çул тултарсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Полинăна Ĕпхÿри оборона заводне, унта çар тумĕ валли тÿмесем тунă, ĕçлеме янă.

Вăрçă хыççăн 1945 çулта Полина Николай Максимович Чельник фронтовика качча тухнă. Мăшăр 44 çул пĕрле пурăннă, тăватă хĕр çуратса çитĕнтернĕ.    

Полина çиччĕмĕш класрах фронта пулăшнă. Ун чухне шкулта вĕренекен хĕр ачасене нимĕçсене хирĕç кĕрешекен салтаксем валли чăлха çыхма çăм валеçнĕ. Çавăнтанпа алса-чăлха çыхасси унăн пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăнă. Кинемей качака çăмĕнчен шельсем, нускисем тата «эрешмен карти» евĕр çÿхе тутăрсем çыхать. Ал ĕç ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе хĕрĕсемпе мăнукĕсене, тантăшĕсемпе кÿршисене те паллаштарнă.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Полина Афанасьевна айккинче тăрса юлма пултарайман. Çак вăхăт хушшинче кинемей темиçе теçетке ăшă чăлха çыхса панă. Унсăр пуçне вăл салтаксем ырă-сывă таврăнччăр тесе кĕлĕ вулать. Çак кĕлĕ вĕсене сыхласса шанать.

Полина Афанасьевна хыпарсене, СВО фрончĕсенчи лару-тăрусене сăнаса тăрать. Вăл волонтерсемпе пĕрле Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă. Полина Афанасьевна, ырă кăмăлăртан, вăй-халăртан тĕлĕнетĕп. Сире çирĕп сывлăх, савăнăç сунатăп!» - тав туса  çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетĕнче.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас