-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Хальхинче те хастарсем çар çыннисем валли килти салма касма пуçтарăннă. Акцие ялти культура çуртĕнче йĕркеленĕ. Кил хуçи арăмĕсенчен пĕрисем килти салмана клубра каснă пулсан, теприсем килĕсенче хатĕрленине илсе килнĕ. Ăшă та çепĕç алăсем каснă салма тăван киле, тăван тăрăха аса илтерĕ. Çавăн пекех ял çыннисем салтаксем валли гигиена хатĕрĕсем, ăшă алса - чăлхасем, вăрах вăхăт хушши упранакан апат çимĕç, эмелсем туянма укçа-тенкĕ пухнă. Çапла малти линие посылкăсем пухса ярасси енкрелсемшĕн ырă йăлана кĕнĕ.
Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ.