Пур хыпар та

Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»

Пелепей районĕнчи Сименкке ял хутлăхĕ хăйĕн ырă кăмăллă, пĕр тĕвве пухăнма пĕлекен, йывăр самантра пулăшма пултаракан çыннисемпе чăннипех мухтанма пултарать. Уйрăмах паянхи кун çак пĕрлĕх туллин палăрать: чылайăшĕ  ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе пĕр иккĕленмесĕр хутшăнаççĕ.

Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»
Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»

Кашнийĕ килĕнче мĕн пуррине пама тăрăшать. Çапла Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан Петр Николаевичпа Елена Сергеевна Николаевсем малти линие «пылак салам» яма 40 килограмм пыл хатĕрленĕ. Вĕсен утарĕ вăрманта вырнаçнă, апла пулсан çĕршыв хÿтĕлевçисем çут çанталăк «чĕринче» туса илнĕ экологи енчен паха продукци тутанса пăхма пултарĕç. Петр Николаевичăн утарĕнче 100 яхăн вĕлле. «Пурин валли те пыл çитет: сутăва тăратма та, çемье валли те, салтаксене пулăшу туса пама та», - йăл кулса каланă хурт-хăмăр ăсти.

Николаевсем – тивĕçлĕ канури çынсем. Анчах вĕсем алă усса лармаççĕ. Вĕсен картишĕнче пурнăç вĕресе тăрать: мăйракаллă шултра тата вĕтĕ 10 ытла выльăх, икĕ лаша, чăхсемпе кăвакалсем. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама виçĕ трактор пур. Тимĕр утсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Паллах, çакăн пек пысăк хуçалăха тытса пыма çăмăл мар, анчах Николаевсем ĕçчен çынсем. Сезон вăхăтĕнче кил-хуçалăхра ĕç шавĕ кĕрлесе çеç тăрать.    

Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»
Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»
Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»
Салтаксене Николаевсенчен «пылак салам»
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас