Пур хыпар та

Ĕпху çынни ятарлă çар операцине сайра тĕл пулакан мотоцикла ăсатнă

Пушкăртстанăн тĕп хулинче пурăнакан Муса Мазитов ятарлă çăр операцине хутшăнакансене хăйĕн мотоциклне пама кăмăл тунă. Çакăн çинчен Октябрьски район администраци пуçлăхĕ Антон Тарасов пĕлтернĕ.

Ĕпху çынни ятарлă çар операцине сайра тĕл пулакан мотоцикла ăсатнă
Ĕпху çынни ятарлă çар операцине сайра тĕл пулакан мотоцикла ăсатнă

Муса Мазитов малти ретри салтаксене тăтăшах пулăшать. Маларах вăл фронта кросс мотоциклĕ, пулă тытмалли тетелсем, пилотсăр вĕçекен аппарат, УАЗ автомобиль ăсатнă. Хальхинче арçын «Урал» мотоцикла хăйĕн управ коллекцинчен илсе панă. Антон Тарасов çирĕплетнĕ тăрăх, ку вăл ахаль техника кăна мар, чăн-чăн раритет.

«Юбилейлă ушкăнпа (сери) хатĕрленĕ мотоцикла пысăк йышпа кăларман. Вăл историшĕн пĕлтерешлĕ хатĕр, малашне вара пирĕн салтаксене малти ретре çар тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшĕ. Фронтра çак техникăна нимĕнпе те улăштараймастăн – вăл пысăк техника иртсе çÿреме пултарайман вырăнсенче вырăнтан вырăна хăвăрт куçма, тĕрлĕ çăксем илсе çитерме, çапăçу хирĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама май парĕ», - тенĕ Антон Тарасов.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпху çынни ятарлă çар операцине сайра тĕл пулакан мотоцикла ăсатнă
Ĕпху çынни ятарлă çар операцине сайра тĕл пулакан мотоцикла ăсатнă
Ĕпху çынни ятарлă çар операцине сайра тĕл пулакан мотоцикла ăсатнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас