Галина Манылова – ĕç ветеранĕ, хăйĕн вăрăм та ĕçлĕ ĕмĕрĕнче чылай наградăна тивĕçнĕ. Ачалăхĕ унăн çăмăл пулман. Галина Ивановна нумай ачаллă çемьере асли пулса çитĕннĕ, унăн ашшĕ-амăшне кулак тесе айăпланă, выçлă-тутлă пурăннă. Мĕн пĕчĕкренех вăл амăшĕпе хирте ĕçленĕ, вăрçă çулĕсенче – почтальонра. Кинемей нумай çул хушши «Степановский» совхозра кладовщик, учетчик тата бухгалтер пулса тăрăшнă.
Вăрăм ĕмĕрлĕ çыннăн çемйи пысăк. Мăшăрĕпе 60 çула яхăн телейлĕ пурăннă, виçĕ ачине ура çине тăратнă. Галина Ивановна хăй тĕллĕн урамра уçăлса çÿреме, скандинави уттине кăмăллать. РФ Президенчĕ янă салам çырăвне те хăй уçса вуланă.
Галина Ивановна паянхи çивĕч лару-тăруран айккинче тăрса юлма пултарайман, пĕтĕм республикăпа пĕрле пирĕн салтаксене пулăшать. Вăл СВО участникĕсем валли ăшă чăлхасем çыхать, вĕсене ачисем урлă «Берегиня» волонтер штабне çитерет.