Пур хыпар та

Хĕрарăмсен пĕршухăшлăхĕ – ыркăмăллăхăн пĕр пайĕ

2024 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Пушкăртстан Республикинче «Пĕрремĕш юрта» («Первая юрта») волонтер проекчĕ пурнăçа кĕрет.

Хĕрарăмсен пĕршухăшлăхĕ –  ыркăмăллăхăн пĕр пайĕ
Хĕрарăмсен пĕршухăшлăхĕ – ыркăмăллăхăн пĕр пайĕ

Проектăн тĕллевĕ – Луганск Халăх Республикинче вырнаçнă госпитальсенче сипленекен салтаксене пулăшу парасси. Асăннă проект Раççейĕн ытти регионĕсемшĕн те тĕслĕх пулса тăнă. Ырă та пысăк чĕреллĕ хĕрарăм-волонтерсене пĕрлештерекен гражданла пуçарăва ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров та ырласа йышăннă.
ПР Обществăлла палатăн председателĕ Энже Ахмадуллина «Пĕрремĕш юрта» проектпа тĕплĕнрех паллаштарнă. Кашни командировка 17 кунпа танлашать. Вĕсенчен икĕ эрни госпитальте ĕçлессипе çыхăннă, виçĕ кунĕ çул çинче иртет. Волонтерсем Луганскра тара илнĕ хваттерсенче пурăнаççĕ. Вĕсен тĕп тивĕçĕ – салтаксене медицина процедурисем тăвакан пÿлĕме çитме пулăшасси, уçăлма илсе тухасси, палатăсенче дежурство йĕркелесси, аманнисене апатлантарасси, эмелсем салатасси, медицина ĕçченĕсене суранланнисене бинтлама пулăшасси, пациентсене операцисене хатĕрлесси. Пĕр сăмахпа каласан, сиплев вăхăтĕнче çар çыннисене «кил ăшшипе» тивĕçтересси. Паянхи кун проект 700 ытла çынна пĕрлештернĕ, вĕсенчен 230-шĕ госпитальсенче пулса каялла таврăннă. Халĕ «Пĕрремĕш юртăн» 33-мĕш йышне йĕркелеççĕ.
– Пирĕншĕн «Пĕрремĕш юрта» ахаль проект кăна мар. Вăл - хĕрарăмсен пĕршухăшлăхне, гражданла яваплăхне тата çынсене чунтан парăннине çирĕплетекен хутлăх, – палăртнă Энже Ахмадуллина.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас