Пур хыпар та

Канчăлавсем те маскировка сечĕсем çыхаççĕ

Кадыргул ял Канашне кĕрекен Канчăлав ялĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисем валли маскировка сечĕсем çыхас тĕллевпе пĕр тĕвве пухăннă.

Канчăлавсем те маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Канчăлавсем те маскировка сечĕсем çыхаççĕ

Чăн малтан арçынсем кăшкар хатĕрленĕ, унтан ĕçе хĕрарăмсем явăçнă. Вырăнти клуб ертÿçи Ольга Акпасова ĕç процессĕпе тĕплĕнрех паллаштарнă.

 - Чăн малтан укçа-тенкĕ пухассине пĕлтертĕмĕр. Кашнийĕ май пур таран пулăшу пама тăрăшрĕ. Кĕске вăхăт хушшинче укçа-тенкĕ пуçтартăмăр, материал заказ патăмăр. Василий Михайлов кăшкар валли хăмасем уйăрса пачĕ. Ананий Леонтьев, Владимир Григорьев, Виктор Егоров тата Владимир Михайлов маскировка сечĕсем çыхмалли кăшкара хатĕрлерĕç. Çакăн хыççăн Лиляпа Галина Ивановсем, Людмила Кузьмина, Наталья Калмыкова, Зинаида Николаева, Валентина Наумова, Лидия Прокопьева, Мария Яковлева, Мария Григорьева тата Галина Корнеева ĕçе пикенчĕç.

Эпир салтаксене пулăшма хатĕр. Пирĕн тÿпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшасса шанатпăр. Çĕршывшăн çăмăл мар вăхăтра пĕр тĕвве пухăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи вăйпа çеç йывăрлăхсене çĕнтерме пулать. Пахалăха тĕпе хурса çыхнă маскировка сечĕ хаклă йышши техникăна хÿтĕлеме, çынсен пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Эрнере темиçе сехет е пĕр кунра темиçе минут уйăрсан чылай маскировка сечĕ çыхма май пур. Ырă ĕç тума кашнийĕ пултарать. Ĕç вăхăтĕнче кашни хĕрарăм хăйĕн тÿпин пĕлтерĕшне ăнланса илет, хăйне туслă та пысăк çемьен пайташĕ пек туять, - тенĕ Ольга Акпасова.

Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас